Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хула ячӗсем (Юхма Мишши)

Чӑвашсем тӗрлӗ хулана хӑйсемлерех каланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Мускав, Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Питӗр, Самар, Сӑвар... Кусем пурте пӗлекен ятсем. Сайрарах тӗл пулакан хула ячӗсем: Пирӗм — Пермь, Алапӳ — Елабуга, Артатту — Ардатов, Лайӑш — Лаишево...

Хулапала Лайӑш хушшинче

Икӗ йӗкӗт лавкка лараҫҫӗ, —

тенӗ юрӑра.

Тата ытти хула ячӗсӗне калар: Кӑрмӑш — Курмыш, Хустӑрма (Хостӑрма) — Кострома, Ярӑслав — Ярославль, Аршшав — Варшава, Чархули — Йошкар-Ола, Кейӳ — Киев, Пӳлер — Биляр, Астампул — Стамбул, Чикме — Козьмодемьянск, Мӗрселин — Иерусалим, Аҫтӑрхан — Астрахань... Юрӑ та пур:

Аҫтӑрханта шыв ҫунать,

Манӑн ӑшра чун ҫунать.

Улатимӗр — Владимир хули; ӗлӗкхи вырӑссен Владимирпе Суздаль княшестви пулнӑ. Улатимӗр хапхи витӗр тухмасӑр пурнӑҫ мӗнне пӗлейместӗн, тенӗ чӑвашсем. Ку, ахӑртнех, ҫав тапхӑрта ҫуралнӑ сӑмах пулӗ. Улатимерте Ылтӑн хапха пулнӑ, ун пирки ҫапла сӑмах-юмах чылай ҫӳренӗ.

Пӑлхар хули ҫинчен калани нумай халӑх сӑмахлӑхӗнче, хӑшпӗр чухне ӑна Шери-Пӑлхар теҫҫӗ. «Шери-Пӑлхар тӗнче пӗтнӗ чухне каллех ҫиеле тухмалла, халӗ вара вӑл ҫӗр айне путса тӑрать», — ӗненнӗ чӑвашсем.

Митта Ваҫлейӗ А. С. Пушкинӑн «Ӑрӑмҫӑ Олег ҫинчен хунӑ юррине» куҫарнӑ чухне византисен тӗп хулине Царьграда Чархула тенӗччӗ.

Юхма Мишши
Ылттӑн ҫӳпҫе. «Вучах» библиотеки, 1993. — 102 с. — 38-39 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-03-27 08:38:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7410 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем